Пур хыпар та
СУЙЛАВ
6 Сентябрӗн , 11:00

Хамăн гражданла тивĕçе пурнăçларăм, ыттисене те çавнах сунатăп

Паян, сентябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Пушкăртстан Пуçлăхне суйламалли пĕрремĕш кун. Çавна пула кун йĕркине улшăнусем кĕртме тÿр килчĕ. Ирхине 8.10 сехетре 1199-мĕш суйлав участокĕнче пултăм. Вăл Пелепей хулинчи музыка шкулĕнче вырнаçнă.

Хамăн гражданла тивĕçе пурнăçларăм, ыттисене те çавнах сунатăп
Хамăн гражданла тивĕçе пурнăçларăм, ыттисене те çавнах сунатăп

Суйлав участокĕнче черет тăрса сасăланине сăнамарăм пулин те суйлавçăсем пĕрин хыççăн тепри бюллетеньсем илсе суйлав урни патне пыраççĕ, çапла майпа гражданла тивĕçĕсене пурнăçласа республикăн малашнехи пурнăçне палăртаççĕ. Эпĕ те обществăшăн пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ ĕçе пурнăçа кĕртрĕм. Кашни çыннăн сасăлавĕ ыранхи кунпа çыхăннă-çке. Çакна пурте ăнланасса шанатăп.

Участокран тухнă май волонтерсем чĕнсе илчĕç. Вĕсем «Рахмат» акци купонне тата лавккасенче йÿнерех хакпа тавар туянмалли хăю салатаççĕ иккен. Купонпа хваттер, автомобиль, санаторире канмалли путевка выляса илме пулать тесе ăнлантарчĕç. Кам пĕлет, тен, телей тени ман енне те çаврăнса çитĕ? Шанас килет.

Юрий СНЕГОПАД.

Хамăн гражданла тивĕçе пурнăçларăм, ыттисене те çавнах сунатăп
Хамăн гражданла тивĕçе пурнăçларăм, ыттисене те çавнах сунатăп
Хамăн гражданла тивĕçе пурнăçларăм, ыттисене те çавнах сунатăп
Хамăн гражданла тивĕçе пурнăçларăм, ыттисене те çавнах сунатăп
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: