Пур хыпар та
СУЙЛАВ
6 Сентябрӗн , 15:50

Кашни суйлавçă сасси вăл пирĕн пуласлăхпа çыхăннă

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхне суйламалли пĕрремĕш сасăлав кунĕ малалла тăсăлать. Унăн пĕтĕмлетĕвне тума иртерех-ха. Çапах та ирхи кÿлĕм çынсен хастарлăхĕ пысăк пулнине палăртма пулать. Чылайăшсем хăйсен гражданла тивĕçне ĕçе кайиччен пурнăçлани сисĕнет.

Кашни суйлавçă сасси вăл пирĕн пуласлăхпа çыхăннă
Кашни суйлавçă сасси вăл пирĕн пуласлăхпа çыхăннă

Чадсенчи хыпарсемпе паллашнă май Пушкăртстанри чăвашсем те суйлав ыйтăвĕ çине тарăн та анлă пăхни палăрать. Уйрăмах ертÿçĕсем. Акă, кăнтăрлахи апатчен суйлав участокĕсенче ПР чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ Виталий Викторов, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева тата унăн çумĕ Анатлолий Ефремов, Давлекан районĕнчи чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Ирина Ильина, республикăри А.Г.Николаев ячĕллĕ ветерансен пĕрлехĕн Çтерлĕри уйрăмĕн председателĕ Виталий Михайлов, Пушкăртстанри "Сарпике" чăваш хĕрарăмĕсен пĕрлехĕн ертÿçи Людмила Бадретдинова мăшăрĕпе тата ыттисем пулма мехел çитернĕ. Апла пулсан пуçлăхсем çине пăхсан пирĕн те вĕсенчен кая юлмалла мар, политика шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ мероприятие тивĕçлĕ хутшăнмалла, хамăрăн малашлăхшăн хамăр сăмаха каламалла. Кашни суйлавçă сасси вăл пирĕн пуласлăхпа çыхăннă.

Юрий СНЕГОПАД.

Кашни суйлавçă сасси вăл пирĕн пуласлăхпа çыхăннă
Кашни суйлавçă сасси вăл пирĕн пуласлăхпа çыхăннă
Кашни суйлавçă сасси вăл пирĕн пуласлăхпа çыхăннă
Кашни суйлавçă сасси вăл пирĕн пуласлăхпа çыхăннă
Кашни суйлавçă сасси вăл пирĕн пуласлăхпа çыхăннă
Кашни суйлавçă сасси вăл пирĕн пуласлăхпа çыхăннă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: