Пур хыпар та
СУЙЛАВ
6 Сентябрӗн , 18:05

Пенсионерсем 5 çухрăмри суйлав участокне велосипедпа çитнĕ

Чишма районĕнчи Биккул ялĕнче пурăнакан Альвина Сафаргалина тата Пенза ялĕнчи Нурия Имангулова - тус хĕрĕсем. Пушкăртстан Пуçлăхне суйламалли пĕрремĕш кун вĕсем суйлав участокне çитме автобус килсе çитессе кĕтсе тăма, вырăна хăйсем тĕллĕн, велосипедсем çине ларса, пырса çитнĕ.

Пенсионерсем 5 çухрăмри  суйлав участокне велосипедпа çитнĕ
Пенсионерсем 5 çухрăмри суйлав участокне велосипедпа çитнĕ

Дурасово ялне çитме 5 çухрăм пулать, каялла та çав çулах велосипедпа кĕскетме тÿр килнĕ. Тус хĕрсемшĕн çакă савăнăç çеç. Суйлав участокĕнче «хĕрсем» сасăланă, «Рахмат» акцине хутшăннă. Ун хыççăн палланă çынсемпе тĕл пулса калаçнă, асăнмалăх сăн ÿкерчĕк тума та ĕлкĕрнĕ.

Тивĕçлĕ канăва кайиччен Альвина Сафаргалина Ишимбайри трикотаж фабрикинче ĕçленĕ, Нурия Имангулова Чапаев ячĕллĕ хуçалăхра пару пăхакан пулнă. Пенси çулне çитнине пăхмасăр вĕсем иккĕшĕ те хастар та ырă кăмăллă, яланах ялти общество пурнăçне хутшăнаççĕ, скандинав уттипе кăсăкланаççĕ. «Тунсăхлама пачах та вăхăт çук», -теççĕ кинемейсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: