+2 °С
Юр
ПР Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, суйлавăн пĕрремеш кунĕнче пурĕ 30 процент суйлавçă сасăлава хутшăннă. Çакă вăл 873,3 суйлавçăпа танлашать. Йĕркене пăснă тĕслĕхсене шута илмен, пур çĕрте те штатлă режимпа ĕçленĕ.
Аса илтеретпĕр, мĕнпур суйлав участокĕсем паян та, ыран та 20.00 сехетчен ĕçлеççĕ.
Суйлава хутшăнакансем пурте «Рахмат» акцине хутшăнса тĕрлĕ парнесем выляса илме пултараççĕ. Вĕсем 330 ытла. Ĕнер суйлава хутшăннисем хушшинче телейлĕ суйлавçăсем пулнине палăртма кăмăллă.
Юрий СНЕГОПАД.