Пур хыпар та
СУЙЛАВ
8 Сентябрӗн , 22:15

Нефтекамск хулинче пурăнакан хĕрарăм суйлав участокне сакăр ачипе килнĕ

Пушкăртстан Пуçлăхне суйламалли кун «Нумай ача амăшĕ» медале тивĕçнĕ Наталья Фархутдинова машина тăвакансен колледжĕн иккĕмĕш корпусĕнче вырнаçнă 466№ суйлав участокне пысăк йышпа килсе çитнĕ тесе пĕлтерет хулари «Красное знамя» хаçат.

Нефтекамск хулинче пурăнакан хĕрарăм суйлав участокне сакăр ачипе килнĕ
Нефтекамск хулинче пурăнакан хĕрарăм суйлав участокне сакăр ачипе килнĕ

Çав вăхăтрах Наталья пур ачине те пĕрле илмен иккен, çуррине çеç. Унăн пурĕ вун ултă ача. Хăйпе пĕрле нумай ачаллă хĕрарăм аслăраххисене çеç суйлав участокне илсе çитернĕ. Вĕсене вăл суйлав процедурипе паллаштарма шут тытнă.

«Çапла майпа кулленхи пурнăçра хастар ашшĕ-амăшĕсем пулас ăрăва суйлав ыйтăвĕ çине яваплăха туйса пăхма хăнăхтараççĕ», -палăртнă хаçатра.

Руслан Никонов сăн ÿкерчĕкĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: