Туймазă районĕнче паянхи кун Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă виçĕ çын пурăнать. Вĕсенчен пĕрин, 97 çулхи Леонид Петрович Шитов, патне суйлав комиссийĕн пайташĕсем килне килсе çитнĕ.
Ветеран каласа панă тăрăх, вăл фронта 17 çулта чухне тухса кайнă, 119-мĕш гварди авиаципе бомбардировщик полкĕнче авиаци моторисчĕ пулса хĕсметре тăнă. Тăван килне сакăр çултан, 1952 çулта, тавраннă. Мирлĕ пурнăçпа пурăннă вăхăтра ачасене шахматла выляма вĕрентнĕ.
- Вăрçă тенине питĕ лайăх аставатăп, ĕнер кăна пулнă пек туйăнать, - тет ветеран. – Çавăнпа та маншăн чи кирли вăл – нацизм тени çĕр çинче тек ан пултăр.
«Туймазинский вестник» хаçатăн сăн ÿкерчĕкĕ.