Пур хыпар та
СУЙЛАВ
2 Июлӗн 2025, 17:00

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидатсем паллă

Чӑваш Республикинче  унăн пуçлăхне  суйламалли вăхăт ҫывхарса килет. Вăл сентябрь уйăхĕн 12 -14-мĕшĕсенче иртĕ. Унта хутшӑнма кăмăл пуррине пĕлтерсе июнь уйăхĕн 25-мĕшĕнче ЧР тĕп суйлав комиссине чи малтан регионăн паянхи ертÿçи  Олег Николаев заявлени панă. Вăл политика партийĕ сĕннипе мар, хăйне хăй кандидата тăратнă (самовыдвижение).

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидатсем паллă
Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидатсем паллă

Паянхи кун тӗлне илсен тата тепӗр пилĕк кандидат суйлава хутшӑнасси паллӑ. Вӗсенчен тăваттăшне политика партийӗсем сӗннӗ, пĕри - хăйне хăй тăратнă.

Чи паллӑрах кандидат — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Константин Степанов, вӑл ЛДПРӑн регионти уйрӑмне ертсе пырать.

«Пенсионерсен партийӗ» хӑйӗн ҫӗнӗ ертӳҫине Владимир Ильина сӗннӗ. Вӑл — «Чувашлифт» предприятин учредителӗ тата гендиректорӗ.

Симӗссисен партийӗ регионти канашӑн председательне Владимир Савинова суйлава хутшӑнтарасшӑн. Вӑл ӑслӑлӑх экспертизисен бюровне ертсе пырать.

Унсӑр пуҫне суйлава «Ҫӗнӗ ҫынсем» партирен Максим Морозов хутшӑнма пултарӗ. Вӑл тӗрлӗ компани учредителӗ, ҫав шутра Ҫӗнӗ Шупашкарти аш-какай комбиначӗн, Сӗнтӗрвӑрринчи аш-какай комбиначӗн; «Агротранс», «Центр Авто», «Модуль» обществӑсен.

Ĕнер, июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче, 62 çулхи Виктор Федоров (вăл Шупашкар хула пухăвĕн 4 тата 5-мĕш созывĕсен депутачĕ пулнă) документсене ЧР Тĕп суйлав комиссине çитернĕ, вăл та Чăваш Ен пуçлăхĕ пулма хирĕç мар.

Суйлава хутшӑнас кӑмӑллисен документсене июль уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 18 00 сехетчен парса ӗлкĕрмелле.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидатсем паллă
Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидатсем паллă
Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидатсем паллă
Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидатсем паллă
Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидатсем паллă
Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидатсем паллă
Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидатсем паллă
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас