

Кун йĕркинче Пĕрлехи суйлав кунне хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. 2026 çулхи сентябрь уйăхĕнче РФ Патшалăх Думин, çавăн пекех Ĕпхÿ хула Канашĕн тата ял Канашĕсен депутачĕсене суйламалла пулать.
- Суйлавсем конкурентлă кĕрешÿ шайĕнче иртĕç, эпир кашни политика партийĕ çак мероприятие хастар хутшăнма хатĕрленнине куратпăр,- палăртнă республика пуçлăхĕ.
Александр Борд сасăлав вăхăтĕнче ирĕклĕ сăнав йĕркелемелли, суйлав кампанийĕ законлă тата уçăмлă пулмалли çине пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ.
- Май уйăхĕн пуçламăшĕнче Пушкăртстан çĕршывра чи малтан ирĕклĕ обществăлла сăнавçăсем хатĕрлеме пуçларĕ, вĕсем сентябрь уйăхĕнче суйлав участокĕсене тухĕç. Регионти электронлă экспертсене пĕр çĕре пухассипе те ĕçсем пыраççĕ. Çĕршывĕпе пурĕ çакăн пек экспертсем 900 ытла пулмалла. Уйăх вĕçĕнче Мускавра пысăк семинар ирттерме палăртнă. Унта сирĕн республика представителĕсене те йыхравланă. Пирĕн тĕп тĕллев экспертсен пĕрлĕхĕн професси ăсталăхне ÿстересси пулса тăрать. Вĕсене паянхи çĕнĕ лару-тăрура ĕçлеме хăнăхтарасси, çав шутра информаци анинче те, питĕ пĕлтерĕшлĕ, - тенĕ Александр Борд.
Радий Хабиров «Ирĕклĕ обществăлла мониторинг» ассоциаци председательне август уйăхĕн вĕçĕнче Ĕпхÿре иртекен Пушкăртстанри Гражданла форума килме йыхравланă.
Юрий МИХАЙЛОВ.