Урал сасси
+19 °С
Ясно
СУЙЛАВ
18 Сентября , 12:00

Хăв сасăларăн пулсан ыттисене çак ĕçе явăçтар

Суйлав кунне виçĕ куна тăсассине Раççей халăхĕ пĕчĕккĕн хăнăхса пырать. Çавăнпа та суйлавçăсен пĕр пайĕ паян тумалли ĕçе ырана хăвармасть, малтанхи кунах суйлав участокне çитме тăрăшать. Çакă тĕрĕс те пулĕ, мĕншĕн тесен канмалли кунсенче çыннăн хăйĕн уйрăм плансем пулма пултарать.

Хăв сасăларăн пулсан ыттисене çак ĕçе явăçтарХăв сасăларăн пулсан ыттисене çак ĕçе явăçтар
Хăв сасăларăн пулсан ыттисене çак ĕçе явăçтар

Кунта тепĕр пулăма та асра тытмалла, хастар суйлавçăсем хăйсен тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантараççĕ. Сăмахран, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕ Николай Иванов хăйĕн гражданла тивĕçне паян, сентябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче, ирхи 8.00 сехетрех пурнăçланă, ыттисене те суйлав участокĕсене çитме сĕнет.

- Обществăри ырă улшăнусем халăх хутшăнмасăр пулмасть. Суйлаври сасăлав вара чылай чухне пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама пулăшать. Çавăнпа та кашниех  хăйĕн тивĕçне пурнăçламалла тесе шутлатăп, - тет Николай Иркунович.

Ытти районсемпе хуласенчи чăваш хастарĕсем те политика мероприятийĕнче пуçарулăх кăтартаççĕ. Çакна ырламалла çеç.

Юрий СНЕГОПАД.

Хăв сасăларăн пулсан ыттисене çак ĕçе явăçтар
Хăв сасăларăн пулсан ыттисене çак ĕçе явăçтар
Хăв сасăларăн пулсан ыттисене çак ĕçе явăçтар
Хăв сасăларăн пулсан ыттисене çак ĕçе явăçтар
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас