

Пĕтĕмĕшле суйлава регионти 2 955 278 çын (июль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне палăртнă кăтарту) хутшăнмалла. Сасăлавăн пĕрремĕш кунĕнче çак йышăн 31,89 % (пĕр миллиона яхăн суйлавçă) суйлав участокĕсенче пулнă. ПР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ Марат Гадилов пĕлтернĕ тăрăх, Нефтекамскпа Салават хулисенчи тата Аскин, Благовар, Зианчура, Салават, Янаул районĕсенчи суйлавçăсем хастар пулнине палăртмалла .
Кирек мĕнле суйлав ыйтăвĕсем пирки 8-800-200-00-20 телефонпа шăнкăравлама пулать.
Суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тунти кун, сентябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче, паллă пулĕç. Сасăлавăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсене Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ октябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнчен кая юлмасăр палăртмалла, официаллă çăлкуçсенче октябрĕн 11-мĕшĕччен хыпар тăвĕ.
Юрий СНЕГОПАД.