Урал сасси
+19 °С
Ясно
СУЙЛАВ
19 Сентября , 07:00

Суйлава çемьепе тата наци тумĕпе

Пирĕн ентешсем халăх эрешĕсемпе илемлетнĕ наци тумĕпе çынсен умне тухнине хальхи вăхăтра чылай çĕрте курма пулать. Ытларах чухне, паллах, уявсенче. Суйлав кунĕсенче те çак пулăма асăрхатăн.

Суйлава çемьепе тата наци тумĕпеСуйлава çемьепе тата наци тумĕпе
Суйлава çемьепе тата наци тумĕпе

Акă, Авăркас районĕнчи Пишкайăн ялĕнчи 950-мĕш суйлав участокне Ивановсен çемйи шăпах наци тумĕпе килнĕ. Шурă пир кĕпе, ун çинчи кăкăр тĕрри тата тимĕр укçапа та бисерпа илемлетнĕскер хăйĕн пуянлăхĕпе илĕртет. Кашни япала хăй вырăнĕнче.

- Ку вăл илем çеç мар, пирĕн йăх-несĕлĕн палли. Кашни эреш хĕвел, çĕр тата ăрусен çыхăнăвĕ çинчен калас парать. Эпир суйлавра çемьепе сасăлатпăр, чăваш халăхĕ малашне те çĕр чăмарĕ çинче пурăнтăр тата аталантăр тесе. Пирĕн сасă республикăн тата çĕршывăн пуласлăхĕшĕн панă сасă пулса тăрать, - теççĕ Ивановсем.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас