Урал сасси
+14 °С
Облачно
СУЙЛАВ
20 Сентября , 09:00

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров суйлава çемйипе килнĕ

Сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн мăшăрĕпе Каринэ Хабировапа РФ Патшалăх Думин депутачĕсене суйламалли 109№ округ участокĕнче (вăл «Пушкăртстан» патшалăх концерт залĕнче вырнаçнă) сасăланă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров суйлава çемйипе килнĕПушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров суйлава çемйипе килнĕ
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров суйлава çемйипе килнĕ

«Суйлав-2026» кампани Раççейшĕн яваплă вăхăтра иртет. Ятарлă çар операцийĕ пынă май, çĕршыв тĕрлĕ йывăрлăхсемпе тĕл пулать, анчах та сасăлав процедури палăртнă йĕркепе пырать, çынсем суйлава кăмăлтан , уява кайнă чухнехи пек хутшăннине палăртнă Радий Хабиров.

- Тĕлĕнмелле, вăхăчĕ лăпкă мар пулсан та çынсем пĕрлешме пултарчĕç. Çавăнпа та çак суйлав ыттисенчен уйрăлса тăрать, уяври пек савăнăçлă кăмăл-туйăм хуçаланать. Телевизорпа пăхатăп та Марспа Парижра (республикăри ялсем) пурăнакансем мĕнле сасăланине куртăм. Халăхăн кăмăлĕ çĕкленÿллĕ та хавас, шÿтлеме  те пултарать. Пĕтĕмлетсе каласан пирĕн электоратăн культури пысăк – çынсем суйлава çÿреме кăмăллаççĕ, - тенĕ регион ертÿçи.

Юрий СНЕГОПАД.

#БашВыбор2026#ВыбираемВместе#ЕДГ2026#АлгаВсейСемьей2026#БашкортостанВыбирай2026

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас