

Тĕп суйлав комиссийĕн секретарĕ Марина Долматова пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе çак партисем малта пыраççĕ: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» 64,09 процент сасă пухнă, Раççей Федерацинчи Коммунимтсен партийĕ – 9,37 %, Раççейри либерал демократсен партийĕ – 8,01 %, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» - 7,42%, «Çĕнĕ çынсем» - 7,22 %.
Ытти партисем пĕр процентран сахалрах сасăланă. «Пенсионерсен партийĕ» 0,86 % сасă пухнă, «Раççейри «Симĕссисем» экологи партийĕ» - 0,63 %, «Родина» - 0,62%, «Раççей коммунисчĕсем» - 0,59 %, «Уçă демократи партийĕ» - 0,49 %.
Политика партийĕсен представителĕсем Пушкăртстанра суйлав уçăмлă тата законпа килĕшÿллĕ иртнине палăртнă.
Юрий СНЕГОПАД.