Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
14 Апрелӗн 2022, 10:00

Ĕпхÿ мэрĕ Ратмир Мавлиев велосипед сезонне уçнă

Паян, апрель уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Ĕпхÿ хула мэрĕ Ратмир Мавлиев велосипед сезонне уçнă.

Ĕпхÿ мэрĕ Ратмир Мавлиев велосипед сезонне уçнă
Ĕпхÿ мэрĕ Ратмир Мавлиев велосипед сезонне уçнă

«Аван-и, хаклă туссем. Паян эпĕ пуçласа велосипеда илсе тухрăм. Çанталăк лайăх. Пурне те ырă кун сунатăп», - тенĕ вăл тĕнче тетĕленчи «ВКонтакте» страницăра кăларса хунă видеосюжет çинче.

Маларах «Пушкăртстан 24» телеканалта «Про Уфа» проектра панă интервьюра тĕп хулан çĕнĕ пуçлăхĕ ĕçе велосипедпа çÿреме палăртни çинчен пĕлтернĕ.

«Эпĕ шутланă тăрăх, çывăх вăхăтра, çитес эрнере, велосипеда илсе тухатăп та кăмăл туличчен ярăнатăп», - пĕлтернĕ вăл интервью панă вăхăтра.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: