

Çав вăхăтрах кăçал ВИЧ-инфекцийĕпе чирлĕ аннесен 64 ача çуралнă. Вĕсенчен 31 арçын ача тата 33 хĕрача.
2021 çулта Пушкăртстан Республикинче сакăр уйăхра 60022 йывăрлă хĕрарăма ВИЧ-инфекцинчен тĕрĕсленĕ. Пуçласа çак чирпе чирлекенсем 61 çын пулнă, пĕтĕмĕшле вара çак тапхăрта 250 йывăрлă хĕрарăма тупса палăртнă. Ку вăл 2020 çулхипе (ун чухне 233 йывăрлă хĕрарăм пулнă) танлаштарсан 7,3 % нумайрах .
Çынри иммунодефецит вирусĕ хĕрарăмăн варĕнчи ачана вăл йывăрлă чухне куçма пултарать тесе пĕлтереççĕ ведомствăра. Уйрăмах каярахри тапхăрта, çичĕ уйăх хыççăн. Çавăн пекех пепкене çуратнă тата кăкăр сĕчĕпе апатлантарнă чухне вирус куçас хăрушлăх питĕ пысăк.
Йывăрлă хĕрарăмсене ВИЧ-ран икĕ хутчен пăхса тишкереççĕ: малтан пĕрремĕш хут хĕрарăм консультацине килсен тата йывăрлă пулни 28-30 эрнене çитсен.
Юрий СНЕГОПАД.