

Пушкăртстанри Роспотребнадзор управленийĕ алкогольпе ытларах наркăмăшланнă районсене палăртнă. Республикипе чи пысăк кăтартусене Октябрьский хулинче (5,1 хут), Çтерлĕре (4,4) Дюртюлинче (2,7-2,8), Туймазăра (1,2-1,4), çавăн пекех Бакалă, Дюртюлĕ тата Çтерлĕ районĕсенче палăртнă.
Алкоголь шĕвекĕпе наркăмăшланса 2022 çулхи январь-июль уйăхĕсенче республикăра 83 çын вилнĕ. Вĕсенчен 23-шĕ Ĕпхÿре, 5-шĕ Нефтекамск хулинче тата Бакалăпа Ĕпхÿ районĕсенче, 2-шĕ Белорецкпа Çтерлĕре пурăннă.
Вилĕм кăтартăвĕсем 2021 çулта 100 пин çын тĕлне 2,5 пулнă пулсан кăçал 2,1 чакнă.
Маларах ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсем июнь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Куюргазă районĕнчи Якутово ялĕн территоринче алкоголь сутма чарни çинчен саккун йышăннă.