-10 °С
Юр
Чăн та ĕмĕчĕ пиçсе çитнĕ, анчах та пурнăç хăйĕн çулĕпе чупнă май ăна пурнăçлама мехел çитереймен: е ĕç, е çемьери лару-тăру тытса тăнă. Икĕ çул каялла вăл балет студине çырăннă та хальхи вăхăтра эрнере тăватă хутчен 55 минутлăх уроксене çÿрет. Çавăн пекех Флария Парфентьева Пушкăрт патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çинче ытти актерсемпе пĕрле ташлать.
Юрий СНЕГОПАД.