Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
26 Апрелӗн 2023, 09:23

Урăлăх рейтингĕнче республика пĕрремĕш вырăн йышăннă

Пушкăртстан Атăлçи федераллă округри урăлăх рейтингĕнче мала тухнă. Раççей шайĕнчи  таблицăра 32 вырăнтан вун улттăмĕшне хăпарнă, 2019 çулта пуçарса янă «Урă ял» конкурса пула ырă çитĕнÿ патне çитме пултарнă. Çакăн çинчен Ĕпхÿри «Торатау» конгресс-холта иртнĕ регионсем хушшинчи пĕрремĕш наукăпа практика конференцинче пĕлтернĕ.

Урăлăх рейтингĕнче республика пĕрремĕш вырăн йышăннă
Урăлăх рейтингĕнче республика пĕрремĕш вырăн йышăннă

- Асăннă республика проекчĕ хастар ял çыннисем хутшăннипе тата Пушкăртстан пуçлăхĕ пулăшнипе 4 çул тăршшĕ пурнăçа кĕрет. Урă пурнăç йĕрки илсе пыракансен, спортпа туслă, пултарулăх ĕçĕпе киленекенсен йышĕ ÿсет. Уявсемпе тĕрлĕ мероприятисем ĕçмелли хăватлă шĕвексемсĕрех иртеççĕ. Ял çĕрĕсенче алкоголь продукцине, суррогата вăрттăн сутасси чакса пырать, - палăртнă республика пуçлăхĕн администраци ертÿçи, «Урă ял» республика конкурсĕн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ Максим Забелин.

Конкурс Пушкăртстанри демографи лару-тăрăвĕ çине те ырă витĕм кÿнĕ. Çемье, ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Анна Таболина «Урă ял» конкурса хутшăннă ял çĕрĕсенче ача çураласси те çÿллĕрех тесе çирĕплетнĕ. Наукăпа-практика конференцине регион опытне  çĕршывра сарас тĕллевпе ирттернĕ.

Форумăн пленарлă пайĕнче конкурса хутшăннă ялсене йĕркелÿ комитечĕн дипломĕсемпе  наградăланă,  ял хастарĕсене  министерствăпа ведомствăн Тав çырăвĕсемпе чысланă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: