Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

«Манăн сывлăх – манăн ирĕк»

Кашни çулах апрель уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне паллă тăваççĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацине (1948ç) йĕркеленĕ куна халалланă.

«Манăн сывлăх – манăн ирĕк»
«Манăн сывлăх – манăн ирĕк»

Сывлăх кунне çулсерен паллă тăвасси 1950 çултан йăлана кĕнĕ. Çак куна халалланă мероприятисене сывлăх çын пурнăçĕнче епле вырăн йышăннине ăнланма пулăшас тесе ирттереççĕ.
2024 çулхи Сывлăх кунĕ «Манăн сывлăх – манăн ирĕк» темăпа иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ кашни çын пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме тивĕç пулнине кăтартса парасси, сывлăхлă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарасси шутланать.
Пĕлтерĕшлĕ куна халалласа Мияки тăрăхĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕн шкулĕнче те тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ М.Р. Павловапа Р.В. Тарасова физкультура учителĕ пĕтĕм шкул ачи валли зарядка ирттернĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕн историйĕпе директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ Н.Г. Борисова паллаштарнă.

«Манăн сывлăх – манăн ирĕк»
«Манăн сывлăх – манăн ирĕк»
«Манăн сывлăх – манăн ирĕк»
«Манăн сывлăх – манăн ирĕк»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: