Урал сасси
+15 °С
Дождь
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
18 Декабря 2024, 07:18

Çĕнĕ çулхи уявсенче алкоголь сахалрах сутĕç

Пушкăртстанра çĕнĕ çулхи уявсенче алкоголь сутассине чакарĕç.

Çĕнĕ çулхи уявсенче алкоголь сахалрах сутĕçÇĕнĕ çулхи уявсенче алкоголь сахалрах сутĕç
Çĕнĕ çулхи уявсенче алкоголь сахалрах сутĕç

 ПР Суту-илÿ министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, регион территоринче вăхăтлăха алкоголь продукцине сутма чарĕç: январь уйăхĕн 3,4 тата 5-мĕшĕнче 17.00 сехетрен пуçласа тепĕр кунхи 10.00 сехетчен, январь уйăхĕн 6-мĕшĕнче 17.00 сехетрен пуçласа 23.00 сехетчен.

Ведомствăра пĕлтернĕ тăрăх, асăннă чару мерисем лавккасене çеç пырса тивеççĕ. Барсемпе ресторансенче алкоголь шĕвекĕсене улшăнусемсĕр туянма пулĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас