Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕлпулу
1 Июнӗн 2022, 13:00

Библиотекăна нумай кĕнеке парнелерĕç

Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче Пушкăртстанри çыравçăсемпе тĕлпулу иртрĕ. Ачасем патне хăнана РФ Писательсен союзĕн членĕ, поэт, прозаик тата драматург, композитор, 27 кĕнеке авторĕ Василий Антонов, Валентин Николаев прозаик-романист, сăвăç-композитор килчĕç.

Библиотекăна нумай кĕнеке парнелерĕç
Библиотекăна нумай кĕнеке парнелерĕç

Çамрăк ăрăва кăвак сĕм çапнă шурсухалсем ăслă пулнипе пурнăçа лайăх ăнланни, калаçăва тытса пыма пĕлни çеç мар, вĕсем тĕрлĕ енлĕ аталаннă çынсем пулни те тĕлĕнтерчĕ.
Писательсем шкул воспитанникĕсемпе те, вĕрентекенсемпе те паллашрĕç, вĕсем чăвашла епле калаçнине итлерĕç, «Нарспи» ансамбль хастарĕсемпе пĕрле Валентин Николаевăн юррисене юрларĕç.
Хăйсем хăнара пулни асра юлтăр тесе çыравçăсем шкул библиотекине нумай кĕнеке парнелерĕç.
– Кĕнекесемшĕн чунтан тав тăватпăр. Эпир авторсен аллисенчен хăйсем алă пуснă хаклă парнесене илтĕмĕр, – палăртрĕ шкул директорĕ Иван Тарасов. – Пирĕн вĕренекенсем час-часах вырăнти тĕрлĕ уяв мероприятийĕсене хутшăнаççĕ. Вĕсенче вара тăван чĕлхепе çырнă поэзи хайлавĕсене хапăлласа йышăнаççĕ.
Иван ГРИГОРЬЕВ.
Ĕпхÿ хули.

Библиотекăна нумай кĕнеке парнелерĕç
Библиотекăна нумай кĕнеке парнелерĕç
Библиотекăна нумай кĕнеке парнелерĕç
Библиотекăна нумай кĕнеке парнелерĕç
Библиотекăна нумай кĕнеке парнелерĕç
Библиотекăна нумай кĕнеке парнелерĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: