Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕлпулу
25 Нарӑсӑн 2023, 17:05

Тăван чĕлхе кунĕнче тетĕрпуçсене çыравçă ентеш пухрĕ

Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç ялĕнче Тăван чĕлхе кунĕнче хамăрăн ентешпе Геннадий Челпир çыравçăпа тĕлпулу иртрĕ.

Тăван чĕлхе кунĕнче тетĕрпуçсене çыравçă ентеш пухрĕ
Тăван чĕлхе кунĕнче тетĕрпуçсене çыравçă ентеш пухрĕ

Ялти клубра йĕркеленĕ мероприятире сăмах ăсти хăйĕн сăввисене вуларĕ, çавăн пекех хăйех çырнă кăмăла çĕклекен юрăсем шăрантарчĕ. Унăн пултарулăхĕ куракансен чĕрине пырса тиврĕ. Геннадий Васильевич шкул çулĕсене, ачалăхне куç умне кăларса тăратнă май хăйне вĕрентнĕ учительсене ырăпа ăшшăн аса илчĕ. Паллах, паянхи пурнăç çулне суйласа илме пулăшнăшăн, ырăпа усала уйăрма вĕрентнĕшĕн тав турĕ.

 Вулăвăш ĕçченĕ Р.И Иванова залрах кĕнекесен куравне йĕркеленĕччĕ, пухăннă халăх унпа та паллашма пултарчĕ.

Кăçал Геннади Челпир (Тимофеев) январь уйăхĕнче 60 çул тултарчĕ. Çавăнпа та ăна тăван ял çыннисенчен юбилейлă салам сăмахĕсем илтме те кăмăллă пулчĕ. Эпир ăна малашне тата та нумайрах çитĕнÿсем тума сунатпăр. Унăн пултарулăхĕпе çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче те паллашма пултарччĕр, Тетĕрпуç сăвăçĕн ĕçĕсене хаклама мехел çитерччĕр. Сăмах май, паянхи кун Геннадий Васильевичăн 6 кĕнеки вулакан патне çитнĕ. Вĕсем чăваш вулаканĕсене пурăнма, кулленхи пурнăçа илемлĕрех тума пулăшаççĕ. Тата çакна та палăртас килет, сăвăçăн тарăн шухăшлă хайлавĕсем урăх чĕлхесемпе те кун çути курасса шанатăп.

Юлашкинчен çакăн пек кăмăллă тĕлпулу йĕркеленĕшĕн библиотекаре, «Çеçпĕл» ансамбле уяв программине илемлетнĕшĕн тата ял халăхне пĕрле пухăнма май тупнăшăн тав сăмахĕ калас килет.

Константин ПЕТРОВ,

 Ĕпхÿри наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн студенчĕ.

Тăван чĕлхе кунĕнче тетĕрпуçсене çыравçă ентеш пухрĕ
Тăван чĕлхе кунĕнче тетĕрпуçсене çыравçă ентеш пухрĕ
Тăван чĕлхе кунĕнче тетĕрпуçсене çыравçă ентеш пухрĕ
Тăван чĕлхе кунĕнче тетĕрпуçсене çыравçă ентеш пухрĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: