+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкăртстанра ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли федераллă программа ăнăçлă пурнăçланать. Унпа усă курса юлашки икĕ çулта 486 çемье субсиди илнĕ, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене çĕнетнĕ, 107 çемье çĕнĕ çурт лартнă, ял территорийĕсене хăтлăхпа тирпей-илем кĕртессипе 130 проекта пурнăçланă. Çавăн пекех 19,3 çухрăм çул сарнă, 33 çухрăм газ тата 18 çухрăм ытла шыв пăрăхĕсем хывнă. Пĕтĕмĕшле çак ĕçсене тума бюджет укçи-тенкине 6,2 млрд тенкĕ тăкакланă, вĕсенчен 3,6 миллиардне федераллă хыснаран уйăрнă.
Юрий СНЕГОПАД.