Дмитрий Песков Радий Хабиров Владимир Путина республикăри ĕçсем çинчен каласа панине çирĕплетнĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕ регионта инвестици явăçтарни тата вырăнта бизнес сферине аталанма майсем туса пани, Пушкăртстан ятарлă çар операцине хутшăнакансене мĕнле пулăшни, ял хуçалăхĕн аталанăвĕ çинче чарăнса тăнă, вĕрентÿпе сывлăх сыхлав тытăмĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă. Çавăн пекех вăл çĕршыв пуçлăхне кăçал кĕркунне унăн полномочи срокĕ вĕçленнине аса илтернĕ. Çак ыйтăва хускатнă май Владимир Путин хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ.
- Радий Фаритович, пĕтĕмĕшле пурте пурнăçа кĕрет – малашлăх планĕсем те нумай, кăтартусем те лайăх. Çавăнпа та эпĕ хам енчен сире мĕнпе пулăшма пултаратăп çавна пурнăçлăп, анчах та суйлавне халăх тăвĕ. Пĕтĕмĕшле пурте йĕркеллĕ, çавăнпа та ăнăçу сунатăп, - тенĕ президент суйлав умĕнхи тапхăрта çынсемпе ĕçлеме, ытларах халăхпа тĕл пулма тата ăна итлеме сĕннĕ май.
Юрий СНЕГОПАД.