Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕлпулу
16 Июлӗн , 09:45

Тарăн йĕр хăварнă тĕлпулу

Июль уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Сименкке ял хутлăхĕн администраци залĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тата Раççей çарĕн речĕсенче çар тивĕçне пурнăçланă каччăсемпе тĕлпулу иртнĕ.

Тарăн йĕр хăварнă тĕлпулу
Тарăн йĕр хăварнă тĕлпулу

Тĕлпулăва 2022 çулхи октябрь уйăхĕнче мобилизаци йĕркипе ятарлă çар операцине кайнă Андрей Федоров, 2023 çулхи ноябрь уйăхĕнче РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсемпе контракт алă пуснă Николай Ермолаев тата çартан таврăннă Даниил Борисовпа Илья Борисов килнĕ. Унсăр пуçне мероприятие паттăрсен çывăх çыннисемпе тăванĕсем, пĕр ял çыннисем хутшăннă.

Андрей Федоров калаçу вăхăтĕнче «Çĕнтерÿ пирте пулĕ!»тесе çирĕппĕн каланă. Вăл пурне те сывлăх, лăпкă та тăнăç пурнăç, телей суннă.

Çак кунсенче хĕсметрен таврăннă Даниил Борисов салтак пурнăçĕ çинчен каласа панă.

 - Кашни арçын Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пулмалла. Çара кайиччен нумай пĕлмелле: лайăх вĕренмелле, ăслă-тăнлă пулмалла, спортпа туслашмалла.  Салтак пурнăçĕ – хăйне евĕрлĕ пурнăç шкулĕ,  тавракурăма анлăлатать, паттăрлăх туйăмне туптать, хастарлăха ÿстерет, - тенĕ çамрăк каччă.

Тĕлпулăва йĕркелекенсем йăлана кĕнĕ тăрăх, салтак каялла ырă-сывă таврăнтăр тесе ятарлă çар операцине хутшăнакансене çăкăр, çамрăк яшсене асăнмалăх парнесем панă.

Мероприяти вăрçă хирĕнче пуç хунисене халалласа вырнаçтарнă палăк умне чечексем хунипе, шăплăх минучĕпе вĕçленнĕ.

Асăннă тĕлпулу пухăннисен чĕрисенче тарăн йĕр хăварнă. Вăл ăрусем хушшинчи çыхăнăва, паянхи саманара патриотизм уйрăмах малти вырăна тухнине аса илтернĕ.

Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ.  

Тарăн йĕр хăварнă тĕлпулу
Тарăн йĕр хăварнă тĕлпулу
Тарăн йĕр хăварнă тĕлпулу
Тарăн йĕр хăварнă тĕлпулу
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: