-2 °С
Пӗлӗтлӗ
«Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов ачасене хаçатăн кун-çулĕпе, историйĕпе, ĕç кăткăслăхĕпе паллаштарчĕ. Пичет цехĕнче хаçат епле пичетленсе тухнине, переплет цехĕнче кĕнекесем, брошюрăсемпе журналсем тунине, вĕсен пичĕсене çыпăçтарнине ачасем хăйсен куçĕпе курма пултарчĕç.
Юлашкинчен Юрий Николаевич ачасене хаçат юбилейĕ тĕлне кăларнă блокнотсемпе авторучкăсем асăнмалăх парнелерĕ. Экскурси ачасемшĕн усăлла та кăсăк иртрĕ.