Регион ертÿçи пуç хунă çар çыннисен амăшĕсемпе, ачисемпе тарăннăн хурланни çинчен пĕлтернĕ. Салтаксем çар задачисене пурнăçланă май паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн вилнĕ хыççăн Шаймуратов генерал орденне илме тивĕçнĕ. Шăпах вĕсене республика ертÿçи паттăрсен çывăх çыннисене панă.
«Вĕсем хăйсен пурнăçне Тăван çĕршывшăн панă. Кашнийĕ хăйĕн тивĕçне куçне хупиччен пурнăçланă. Вĕсем чăн-чăн паттăрсем, пирĕн пĕтĕмĕшле тĕллев – астăвăма упрасси, - тенĕ Радий Хабиров. - Эсир Тăван çĕршыва хÿтĕлекен чăн-чăн арçынсене, паттăрсене çитĕнтернĕ, вĕсем çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунă. Ывăлăрсемшĕн пысăк тав сире. Пирĕн тĕп тĕллев - вĕсене асра тытасси, вĕсен ячĕсене ĕмĕрлĕхех асра хăвармалла тăвасси, ашшĕ-амăшĕсене, вĕсен çемйисене, ачисене тимлĕх уйăрасси. Ятарлă çар операцийĕ пӗтсен Ĕпхÿре пуç хунă паттăрсене асра тытса палăк лартăпăр».
Регион пуçлăхĕ вилнĕ салтаксен çемйисене пулăшасси муниципалитетсен пуçлăхĕсен тĕп тĕллевĕ пулнине палăртнă.
«Вĕсем сирĕнпе яланах çыхăнура пулмалла, вĕсене мероприятисене чĕнмелле, кулленхи тата йăлари ыйтусене татса пама пулăшмалла, çавăн пекех пуç хунă паттăрсен ячĕсене ĕмĕрлĕхех асра хăварас енĕпе мерăсем йышăнмалла», – тесе пĕлтернĕ Радий Хабиров.