-16 °С
Пӗлӗтлӗ
Игорь Валерьевич ятарлă çар операцийĕнчи çăмăл мар служба пирки, юлташĕсем çинчен каласа панă. Çар çынни ачасене тăрăшса вĕренме, спортпа туслă пулма, дисциплинăна пăхăнма суннă. Çиччĕмĕш класс ачисем Фашизма хирĕç кĕрешекен çамрăк геройсен кунне халалласа илемлĕ сăвăсем каланă. Вĕренекенсем О.Н. Никитина вĕрентекенпе пĕрле технологи урокĕсем вăхăтĕнче сувенирсемпе амулетсем хатĕрленĕ. Шăпах вĕсене паттăра парнеленĕ. Ăшă тĕлпулу пурте пĕрле сăн ÿкнипе вĕçленнĕ.
Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.