Пур хыпар та
Тĕлпулу
14 Нарӑсӑн , 20:00

Пишкайăнта паттăрсемпе курса калаçрĕç

Авăркас тăрăхĕнчи Пишкайăн ялĕнчи культура çуртĕнче çар çыннисемпе, ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе, тĕлпулу иртрĕ. Салтаксенчен пĕри кĕске вăхăта отпуска таврăннă, иккĕшне комисси тĕрĕслесе «çара юрăхлă мар» тесе йышăну тунă та килĕсене янă.

Пишкайăнта паттăрсемпе курса калаçрĕç
Пишкайăнта паттăрсемпе курса калаçрĕç

Тĕлпулу ăшă лару-тăрура иртрĕ. Çар çыннисем службăри хăйсен кулленхи пурнăçĕ çинчен каласа пачĕç. Мероприятие Пишкайăн ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Владимир Евстафьев хутшăнчĕ. Владимир Александрович кашни салтакшăн пăшăрханнине пĕлтерчĕ, мĕншĕн тесен унăн ывăлĕ те малти линире Тăван çĕршыва хÿтĕлет.

Тĕлпулу сĕтел йĕри-тавра пĕрле пуçтарăнса чей ĕçнипе вĕçленчĕ. Пĕр ял çыннисем ентешĕсене килĕсене ырă-сывă таврăнма сунчĕç. Кĕске вăхăта отпуска таврăннă салтака посылкăсем пачĕç.

Елена ИВАНОВА, культорганизатор. 

Авăркас районĕ, Пишкайăн ялĕ.     

 

Пишкайăнта паттăрсемпе курса калаçрĕç
Пишкайăнта паттăрсемпе курса калаçрĕç
Пишкайăнта паттăрсемпе курса калаçрĕç
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас