Урал сасси
+14 °С
Облачно
Тĕлпулу
1 Мая , 05:00

Тĕрĕ вăл - туслăх чĕлхи

Хĕвеллĕ те ăшă шăмат кунсенчен пĕринче Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç ял библиотекин алăкĕсем яр уçăлса «Халăхсен пĕрлĕхĕ – тĕрĕсен тĕрлĕлĕхĕнче» мероприятие хутшăнакансене кăмăллăн йышăннă.

Тĕрĕ вăл - туслăх чĕлхиТĕрĕ вăл - туслăх чĕлхи
Тĕрĕ вăл - туслăх чĕлхи

Вырăнти вулавăш ĕçченĕ Раиса Иванова тĕлпулăва килнисене ăшшăн саламласа уяв каçĕн программипе паллаштарнă. Ун хыççăн пурте пĕрле «Тĕрлĕ сăнлă Раççей: пысăк çĕршывăн халăхĕсем» видеопрезентаци пăхнă. Асăннă фильмăн содержанийĕ тулли те пуян пулнă. Вăл Раççейре пурăнакан халăхсен йăли-йĕркисемпе, тумĕсемпе, эрешĕсемпе туллин паллашма май туса панă.

Мероприятин тепĕр пайĕнче Пушкăртстанра пурăнакан халăхсене халалланă тĕслĕхсен куравĕ тăрăх пĕчĕк çеç çул çÿрев иртнĕ. Экскурси çитĕнекен ăрăва регионта пурăнакан халăхсен йăли-йĕрки, наци тумĕ пирки çĕннине нумай пĕлме, «Тĕрĕ вăл – пирĕн мăн асатте-асаннесем çут çанталăк, çемье тата хÿтлĕх пирки калаçнă чĕлхе» текен шухăша çирĕплетме пулăшнă. Раиса Ильинична эрешсемпе тумтире çеç мар, савăт-сапана та, сĕтел-пукана та илемлетни, кашни регионăн хăйĕн тĕрĕ уйрăмлăхĕсем пулни пирки каласа панă. Шăпах çакă ĕнтĕ пĕрлĕх вăйĕ. Эпир тĕрлĕрен, апла пулин те эпир пĕрле.

Вулавăша пуçтарăннисем Галина Спиридонова ирттернĕ «Геометрирен - эреш патне» ăсталăх лаççипе кăмăллă пулнă. Галина Васильевна ятарлă станок çинче вак шăрçаран кăкăр çине çакмалли эреш тумалли меслетпе паллаштарнă. Хĕр ачасем станок çинче ĕçлесе пăхнă, вăрттăнлăха хаваспах алла илнĕ. Ăсталăх класĕ хĕр ачасене малалла та илемлĕх, алă ĕçĕ патне туртăнма хавхалантарнă.

Юлашкинчен вулавăш ĕçченĕ пуçтăраннисене пултарулăх ĕçĕ - геометри фигурисенчен эреш шухăшласа кăларма - сĕннĕ. Ачасем ку задание ăнăçлă пурнăçланă. Тирпейлĕ те хăйне евĕрлĕ ĕçсене пурне те курава тăратнă.
Мероприяти ăшă та туслă лару-тăрура иртнĕ. Унта хутшăнакансем халăх йăли-йĕркипе тĕррисем, регионти тата çĕршыври культурăсем пирки çĕннине нумай пĕлнĕ. Асăннă мероприяти халăхсем хушшинчи туслăх, пĕрлĕх туйăмне аталантарас енĕпе те пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Надежда РОДИОНОВА.
Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕ.

Тĕрĕ вăл - туслăх чĕлхи
Тĕрĕ вăл - туслăх чĕлхи
Тĕрĕ вăл - туслăх чĕлхи
Тĕрĕ вăл - туслăх чĕлхи
Тĕрĕ вăл - туслăх чĕлхи
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас