Урал сасси
+18 °С
Дождь
Тĕлпулу
21 Мая , 11:00

Йăмран ачисем ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе тĕл пулнă

Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнчи нумай функциллĕ культура çурчĕн ĕçченĕсем  ятарлă çар операцине хутшăнакан Анатолий Васильевпа тĕлпулу йĕркеленĕ. Унта хаваспах çамрăк ăру хутшăннă.

Йăмран ачисем ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе тĕл пулнăЙăмран ачисем ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе тĕл пулнă
Йăмран ачисем ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе тĕл пулнă

Анатолий Петрович ачасене  ятарлă çар операцийĕнчи лару-тăрупа тата фронтра илекен пурнăç опычĕпе паллаштарнă, çарта тĕл пулакан йывăрлăхсем тата тем пек йывăр пулсан та ума лартнă тĕллевсене мĕнле татса пани çинчен каласа панă. Çавăн пекех хăна çар çыннисем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура пулни, пĕр-пĕрне пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Ял ачисем Анатолий Васильева интересленсе итленĕ, ыйтусем панă, Тăван çĕршыва хÿтĕленĕшĕн тав сăмахĕсем каланă, каялла ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел таврăнма ăнăçу суннă.

Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.

Йăмран ачисем ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе тĕл пулнă
Йăмран ачисем ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе тĕл пулнă
Йăмран ачисем ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе тĕл пулнă
Йăмран ачисем ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе тĕл пулнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас