Урал сасси
+17 °С
Облачно
Тĕлпулу
16 Июля , 10:00

Тетĕрпуçĕнчи Петровсен çемйи «Урал сасси» хаçат редакцинче пулчĕç

Урал сасси» ВКонтакте ушкăнра «Çирĕп çемье – патшалăх тĕрекĕ» конкурс иртни çинчен эпир вулакансене пĕлтернĕччĕ. Ăна редакци виçĕ номинаципе йĕркелерĕ. Июль уйăхĕн 10-мĕшĕнче çĕнтерÿçĕсене (вĕсене вулакансем вăл е ку çемьешĕн мĕн чухлĕ сасăланине шута илсе тунă) палăртрăмăр.

Тетĕрпуçĕнчи Петровсен çемйи «Урал сасси» хаçат редакцинче пулчĕçТетĕрпуçĕнчи Петровсен çемйи «Урал сасси» хаçат редакцинче пулчĕç
Тетĕрпуçĕнчи Петровсен çемйи «Урал сасси» хаçат редакцинче пулчĕç

«Çулсем иртсен те эпир пĕрле» номинацире Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç ялĕнче пурăнакан Вячеславпа Ирина Петровсен çемйи мала тухрĕ. Çак кунсенче вĕсем редакци тĕпелĕнче пулчĕç, çĕнтерÿçĕ Дипломĕпе маларах хатĕрленĕ  парнене (электрочейник) тĕп редакторăн Юрий Михайловăн аллинчен илчĕç, редакци коллективĕпе асăнмалах сăн ÿкерчĕк те ÿкрĕç.

Мĕнех, эпир Вячеслав Андреевичпа Ирина Петровнана тепĕр хут чун-чĕререн саламлатпăр, конкурсра вĕсене çĕнтерме пулăшнă сасăлавçăсене тав тăватпăр. Сăмах май, çакăн евĕр конкурссене редакци пĕрре мар ирттерчĕ, вĕсене малашне те йĕркелĕпĕр. Сире вара, хисеплĕ вулакансем, хастартарах та хăйюллăрах хутшăнма йытатпăр. Паллах, ăнăçу сунатпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Тетĕрпуçĕнчи Петровсен çемйи «Урал сасси» хаçат редакцинче пулчĕç
Тетĕрпуçĕнчи Петровсен çемйи «Урал сасси» хаçат редакцинче пулчĕç
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас