Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕн тата общество
11 Августӑн 2022, 08:50

Пушкăртстанра сăвапланă пыл пулĕ

Благовещенск районĕнчи «Святые Кустики» («Сăваплă Тăрăхсем») мăнастирти утарта пылак çимĕçе пухма пуçланă. Август уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пыл Спасĕнче, уçласа илнĕ пыла сăваплаççĕ (осветят). Çакăн çинчен район администраци пуçлăхĕ Олег Голов хăйĕн социаллă сечĕсенче пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра сăвапланă пыл пулĕ
Пушкăртстанра сăвапланă пыл пулĕ

«Мăнастирĕн хăйĕн утар пур, кунти пыл тĕлĕнмелле тутлă. Ахăртнех, мăнастир таврашĕнчи çут çанталăк витĕм кÿрет-тĕр. Паллах, кунта кашни ĕçе чунтан тата юратса тăваççĕ. Çакă пĕлтерĕшлĕ», - хăйĕн шухăшĕсемпе паллаштарнă чиновник.

Ĕлĕк-авалхи ĕненÿ тăрăх, сăвапланă пылра сиплемелли паха енсем питĕ нумай – вăл йывăр чирлекен çынна та ура çине тăратма пултарать. Унсăр пуçне мĕн ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме пулăшать.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанра сăвапланă пыл пулĕ
Пушкăртстанра сăвапланă пыл пулĕ
Пушкăртстанра сăвапланă пыл пулĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: