Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕн тата общество
24 Октябрӗн 2022, 11:10

Пелепей хулинчи часавая туса пĕтернĕпе пĕрех

Пелепей хулинчи Георгий Победоносец сăваплă великомученик ячĕллĕ часавая туса пĕтересси вĕçленсе пырать. Ăна Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунă паттăрсене асра тытса хăпартнă.

Пелепей хулинчи часавая туса пĕтернĕпе пĕрех
Пелепей хулинчи часавая туса пĕтернĕпе пĕрех

Хĕреспе купола хăй вырăнне вырнаçтариччен Пелепей округĕн благочиннăйĕ, Таса Никильский чиркĕвĕн настоятелĕ Андрей Кирсанов протоирей сăвапланă. Тĕн объекчĕ тинех тавралăха хăйĕн илемĕпе илĕртме пуçланă.

- Питĕ те кăмăллă, строительство ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ, - тенĕ Андрей атте. – Муниципаллă район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев çак пуçарăва ырланишĕн тата панă сăмаха тытнăшăн эпĕ савăнатăп. Пĕрле ĕçленĕшĕн ăна тав тăватăп.

Малашне çĕршыв хÿтĕлевçисене асра тытса лартнă часавай хулана килсе çÿрекенсене Приютово енчен килекен çул хĕрринче кĕтсе илĕ. Иртсе пынă май кашниех ветерансене, интернационалист салтаксене тата паянхи кун çĕршывăн чиккинче çапăçакан паттăрсене аса илĕç, вĕсемшĕн кĕлĕ вулĕç. Çак часавай умĕнче эпир паллă кунсенче молебенсем ирттерме пултаратпăр. Сăмахран, Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче, май уйăхĕн 9-мĕшĕнче, е ытти чухне.

Анна ЛАПИНА.

Пелепей хулинчи часавая туса пĕтернĕпе пĕрех
Пелепей хулинчи часавая туса пĕтернĕпе пĕрех
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: