Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕн тата общество
18 Кӑрлач 2023, 14:16

Турă шыва кĕнĕ кун вакка чăмма юрать-и?

Январь уйăхĕн 19-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Турă шыва кĕнĕ куна, Кăшарнине, уявлаççĕ. Çак йăлана Иисус Христос Иордан шывĕнче шыва кĕнине асăнса тăваççĕ. Иисус Христос вăтăр çула çитсен Назарет хулинчен Иордан шывĕ патне кайнă. Вăл шыва кĕнĕ чухне пĕлĕт сасартăк уçăлса кайнă, çỹлтен - пĕлĕт çинчен Атте Туррăн сасси: «Çакă манăн савнă ывăлăм, манăн ирĕкĕм ун çинче», - тени илтĕннĕ. Çавăн чухнех тата çỹлтен Иисус Христос çине кăвакарчăн пек пулса Çветтуй Сывлăш аннă. Çапла Иисус Христос хăй Иордан шывĕнче шыва кĕрсе çынсене тĕне кĕме çĕр çинчи шыва тасатса панă.

Турă шыва кĕнĕ кун вакка чăмма юрать-и?
Турă шыва кĕнĕ кун вакка чăмма юрать-и?

Христосăн хĕресне шыва чиксе кăларнипе вăл тасалать, сăваплă шыв пулса тăрать, Христосăн ятне асăннипе тасалса каять. Шыв çынсен ỹтне те, чунне те сыватать, шыва Турра ĕненсе ĕçсен курăнакан тăшмансене те, курăнман тăшмансене те пиртен сирсе ярать, кил-çурта усал-тĕселтен сыхлать.

 - Турă пилленипе Христос Турă шыва кĕнĕ кун пур шыв та сăвапланать теççĕ. Чиркÿсемпе чиркÿ çыннисем çук вырăнсенче пурăнакансем кĕлĕ вуласа шыва кранран е пусăран ăсса илме пултараççĕ. Шыва ĕçме, унпа пÿрте, ĕç вырăнĕсене сапса тухма, çăвăнма юрать. Вăл тепĕр Турă шыва кĕнĕ кунчченех упранать, ăна кашни кунах (кĕлĕ вуланă хыççăн) ĕçме юрать, - каласа парать  Ĕпхÿ хулинчи Сергиев чиркĕвĕн протоиерейĕ Евгений Шерышев.

Турă шыва кĕнĕ кунри тепĕр анлă сарăлнă йăла –  çылăх каçарттарас тесе ятарласа тунă вакăра (иордань) шыва кĕресси.

 - Ун пек йăла пур, анчах  праçник шыва кĕрессинче çеç мар. Сывлăхăра сиен кÿрес темесен  çакна чиркÿре пил илсе, кĕлĕ вуласа та тума пулать. Паллах, хăвăрăн сывлăхăра, тухтăр сĕнĕвĕсене шута илмелле, - тет Евгений Шерышев  пачăшка.

Уявпа çыхăннă халăх паллисем те нумай. Вĕсенчен пĕри – шартлама сивĕсем. Ĕлĕкрех сивĕсем Турă шыва кĕнĕ вăхăтра пуçланмалла тенĕ. Çав кун çанталăк ăшăтса яни начар паллă шутланнă. Сăмах май каласан, Пушкăртстанра январь уйăхĕн 18-мĕшĕнчен 19-мĕшне çĕрле -14 - -19 градус сивĕ пулмалла. Мускавра вара сывлăш температури +5, Крымра +18 градус ăшăнмалла. Ун пек ăшă ку тăрăхра  1927 çултанпа пулман.

Ĕлĕк-авал тыр-пул ăнса пултăр, Турă сывлăх патăр тесе çынсем тĕрлĕ йăла-йĕркесем ирттернĕ. Сăмахран, Турă шыва кĕрес умĕн стенасем, çурт алăкĕсем, хуралтăсем çине пурăпа хĕрессем ÿкернĕ. Кăшарни юрне мунчана çăвăнма илсе кĕнĕ. Вăл тĕрлĕ чир-чĕртен пулăшать тенĕ. Январь уйăхĕн 18-мĕшĕнчен 19-мĕшне çĕрле юр нумай çуса тултарсан çулла çумăрлă килет, тухăç ăнса пулать тенĕ. Уяр та çăлтăрлă пĕлĕт пулсан типĕ те шăрăх çулла пуласса кĕт. Çынсем уяв кун тĕне кĕртнĕ ача телейлĕ пулать теççĕ. Кăшарни уявĕ каç тÿпе уçăлать, çын Турăран мĕн ыйтать, çавă пулать тесе шутланă.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: