«Православи тĕнне тытса пыракансене çутă уявпа саламлатăп. Тĕрлĕ тĕн çыннисем пĕрле пухăнса уявсем йĕркелеççĕ, пĕр сĕтел хушшинче савăнаççĕ. Нумай нациллĕ, нумай конфессиллĕ Пушкăртстанра çакăн пек пулăм пулнишĕн нимĕн чухлĕ те тĕлĕнме кирлĕ мар. Эпир пурте пĕрле тăвансемшĕн, çывăх çынсемшĕн кĕл тăватпăр, вĕсен сывлăхĕшĕн тата ырлăхĕшĕн. Тăван çĕршывшăн, паянхи кун ăна хÿтĕлекен çар çыннисемшĕн кĕл тăватпăр», - тесе çырнă Радий Хабиров хăйĕн телеграм-каналĕнче.
Радий Хабиров пурне те тăнăçлăх, ыррине, лăпкăлăх тата юрату суннă.
Республикăра пурăнакансене Христос çуралнă кун ячĕпе çавăн пекех Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев, регион правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров, Ĕпхÿ тата Пушкăртстан митрополичĕ Никон саламланă.
Юрий СНЕГОПАД.