Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕн тата общество
7 Апрелӗн , 13:40

Апрелĕн 7-мӗшӗ - Пăлхавăшни

Çак кун курак та йăва çавăрмасть . Ӗç туни - пысăк çылăх. Çавăнпа нимӗнле ӗç те пуçлама юрамасть.

Апрелĕн 7-мӗшӗ - Пăлхавăшни
Апрелĕн 7-мӗшӗ - Пăлхавăшни

 Çак кун хӗвеллӗ, ăшă пулсан - лайăх çуллана, пуян тухăçа. Çумăр çусан - ыраш ăнса çитӗнессе тата кăмпа нумай пуласса. Пăлхавăшни хыççăн пахча ӗçӗсем пуçланаççӗ. Енчен те пӳрт тăррисенче юр выртать-тӗк - хирти май уйăхӗн 6-мӗшӗчченех ирӗлмест. Аслати авăтсан çулла ăшă килет, мăйăр нумай пулать. Çак кун тӗлне чӗкеçсем вӗçсе килмен пулсан, çуркунне сивӗ килет. Çанталăк çиллӗ, тӗтреллӗ-тӗк - пысăк тухăçа. Пăлхавăшнине мӗнле ирттеретӗн, çулталăк çавăн пек иртет тенӗ ӗлӗкрен. Çак кун мӗнле çанталăк тăрать, Мăнкун эрни çапла пулать.

Пǎлхавǎшни уявěпе пурне те саламлатпăр!

 Кǎвак тÿпе, сар хěвел, ырлǎх, çěр çинче тăнăçлăх сунатпăр! 

Телей, сывлǎх, юрату пулччǎр ялан юнашар!

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: