Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ĕненекенсене Мăнкун ячĕпе саламланă

Хисеплĕ православи тĕнне ĕненекен христиансем! Сире чун-чĕререн Христос чĕрĕлсе тăнă Çутă кунпа саламалатăп!

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ĕненекенсене Мăнкун ячĕпе саламланă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ĕненекенсене Мăнкун ячĕпе саламланă

Мăнкун уявĕ мĕнпур христиансемшĕн паллă та пĕлтерĕшлĕ кун. Çак кун кăмăл – савăнăçпа, чун – ĕненÿпе, шухăшсем – ырăпа, чĕре юратупа тулать.

Паянхи кун православи тĕнне тытса пыракансемпе пĕрле Мăнкуна Пушкăртстанри ытти тĕн çыннисем те паллă тăваççĕ. Хальхи çăмăлах мар вăхăтра ĕненÿ пирĕн нумай нациллĕ халăхăн хăвачĕн чун çăлкуçĕ пулса тăрать, кирек мĕнле йывăрлăха та пĕрлĕхпе çĕнтерме пулнине çирĕплетет.

Православи духовенстви йăлана кĕнĕ ытти тĕн предствителĕсемпе пĕрле яланхи пекех ăс панипе, ÿкĕте кĕртнипе пурнăçри йывăр ыйтусене татса пама пулăшать, пуян чун-чĕм еткерне упрама тăрăшать, ырă ĕçсем тума вĕрентет.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене, Раççейĕн çĕнĕ регионĕсенче пурăнакансене, çавăн пекех çут çанталăк стихийисене пула йывăр лару-тăрăва лекнĕ йăхташсене ырă ĕçпе пулăшакансене тав тăватăп. Эпир малашне те пĕрле тăнăçлăха тата килĕшĕве çирĕплетĕпĕр, республикăпа Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрашăпăр.

Çутă Мăнкун уявĕ тăвансемпе çывăх çынсен чĕрисене ăшăттăр, кашни киле савăнăçпа ырлăх илсе килтĕр. Уяв ячĕпе сире, телейлĕ те сывлăхлă пулăр!

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: