Илен кунĕнче утăçи вĕçленнĕ. Çак вăхăталла ыраш пиçсе çитнĕ. Август уйăхĕн 2-мĕшĕ хыççăн çĕр çырли çиме хушмаççĕ.
Çак кун хыççăн пуçтарнă улăм сиплĕ шутланнă. Ăна тӳшек вырăнне сарса хунă. Ун çинче çывăрсан сывлăхлă тата ырлăхлă пулассине ĕненнĕ.
Илле пророк шыва тимĕр туя ярать тенĕ. Çавна май Илен хыççăн шыва кĕме чарнă.
Илен кунӗнче уй-хирте те, килте те ĕçлеме, çынпа вăрçăнма, сивĕ сăмахпа кӳрентерме, усал шухăшсене ирĕке яма юрамасть. Унсăрăн пророка çилентерме, асап курма пулать тенĕ.
Иленре çĕнĕ тырăран çăкăр, кукăль пĕçернĕ, пахчаран çĕр улми кăларса кĕнĕ. «Çак кун çĕр улми çисен вăл ăнса пулать, лайăх упранать», – тенĕ ваттисем.
Иленпе, Ҫветтуй Илле пророк кунӗпе сире, хаклӑ ҫыннӑмӑмӑрсем!