Пур хыпар та
Тĕн тата общество
3 Нарӑсӑн , 15:10

«Ар-Рахим» мичĕте 2025 çулта мĕн кĕтет?

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров правительствăн оперативлă канашлăвĕнче Ĕпхÿри «Ар-Рахим» мичĕтре строительство ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен каласа панă. Иртнĕ эрнере вăл хăй унта çитсе килнĕ.

«Ар-Рахим» мичĕте 2025 çулта мĕн кĕтет?
«Ар-Рахим» мичĕте 2025 çулта мĕн кĕтет?

«Хăпартакан мичĕтĕн тумалли ĕçсен пĕр пайне вĕçленĕ. Минаретсем тавра лартнă пусмасене (леса) илнĕ, çавăнпа та минаретсене йĕркене кĕртмелли ĕçсем вĕçленнĕ. Халĕ çурт тăррине улăштарас ĕçе пуçлатпăр, мĕншĕн тесен вăл юрăхсăра тухнă. Унсăр пуçне çурт умĕпе (фасад) çыхăннă ĕçсене тума пуçласшăн. Çакă вăл пирĕншĕн питĕ пысăк план пулса тăрать. Енчен те кăçал эпир çурт умĕпе çыххăннă ĕçсен ытларах пайне пурнăçласан, çитес хĕле ăшăпа тивĕçтерсе шала кĕме пултаратпăр. Анчах та васкама кирлĕ мар, пурте ĕçсем мĕнле пынинчен килет», - тенĕ Радий Хабиров.

Вулакансене пĕлме – «Ар-Рахим» мичĕте 2006 çулта тума пуçланă. Строитедьство ĕçĕсен тăкакĕсене саплаштарма укçа-тенкĕпе инвесторсем пайăн-пайăн, тăхтавсем туса, тивĕçтернĕ. 2016 çулхи çулла кунти ĕçсене чарса лартнă. 2021 çул вĕçне пурĕ мичĕт хăпартнă çĕре 1,8 млрд тенкĕ нухрат уйăрнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: