Пур хыпар та
Тĕн тата общество
27 Мартӑн , 14:54

«Ар-Рахим» мечете юсама пуçланă

Çав вăхăтрах Ĕпхÿ хулинчи Воскресенский чиркĕве те юсама тытăннă.

«Ар-Рахим» мечете юсама пуçланă
«Ар-Рахим» мечете юсама пуçланă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров регионти влаçсем укçа тупса Ĕпхÿри Салават Юлаев проспектĕнче туса пĕтермен «Ар-Рахим» мечет çуртне юсама тытăннине пĕлтернĕ. Радий Хабиров сăмахĕсем тăрăх, çак пысăк проекта вĕçлеме тивĕç.

Асăннă мечете Пушкăртстан Республикин пĕрремĕш президенчĕ Муртаза Рахимов хушнипе  2007 çулта хăпартма пуçланă, анчах та темиçе çултан строительство чарăннă. 2009 çулта Пушкăртстанри предприятисем мечет хăпартма уйăрнă 70 млн тенке яхăн укçа çухалнă.

2012 çулта  Пушкăртстан нефтьне сутнă тупăшпа ĕçлекен «Урал» ыр кăмăллăх фончĕ укçа уйăрнипе стройка ĕçĕсем малалла тăсăлнă. Анчах та каярах нефть предприятийĕсене патшалăх пурлăхне куçарнă хыççăн укçасен пĕр пайне каялла тавăрса пама тивнĕ.

2016 çулта ыр кăмăллăх укçипе тĕллевсĕр усă курнă тесе мечет хăпартассине чарса лартнă. Пĕлекенсем Пушкăрт топливипе энергетика комплексне приватизациленĕ чух илнĕ процентсемпе хăпартма пуçланă чухнех мечет шăпи паллă пулнă тесе калаççĕ. Коран тăрăх процентсем «чи çылăхлă укçасем» шутланаççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: