Пур хыпар та
Тĕн тата общество
20 Апрелӗн 2025, 12:30

Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Мăнкун ячĕпе саламланă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ республикăри православи тĕнне ĕненекенсене Мăнкун уявĕпе саламланă. Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕсенче çапла çырнă:

Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Мăнкун ячĕпе саламланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Мăнкун ячĕпе саламланă

«Пушкăртстанри тĕрлĕ халăхсен тата тĕнсен туслă çемйинче Вырăс православа чиркĕвĕ ытти конфессисемпе пĕрле ăс-тăн тата кăмăл-сипет хаклăхĕсене çирĕплетес, пуян культура еткерлĕхне упраса хăварас ĕçре пысăк ĕç тăвать.

Çăмăлах мар вăхăтра ĕненÿ йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать – вăрçă хирĕнче, тылра.  Хăйсен кĕллипе, ырă та пархатарлă ĕçĕсемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çывăх çыннисене тата кама тимлĕх кирлĕ çынсене пулăшакансене пурне те тав тăватăп.

Пирĕн çĕршывăн тата республикăн вăйĕ пĕрлĕхре, пĕр-пĕрне хисепленинче пулнине шанатăп. Тăнăçлăх, ырлăх тата тулăх пурнăç сунатăп. Уяв ячĕпе!»

Пушкăртстан Пуçлăхĕ мăшăрĕпе Христос чĕрĕлсе тăни (Воскресения Христова) чиркÿре уяв кĕллине хутшăннă. Кунта ун хыççăн хĕрес çуревĕ (крестный ход) иртнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Мăнкун ячĕпе саламланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Мăнкун ячĕпе саламланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Мăнкун ячĕпе саламланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Мăнкун ячĕпе саламланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Мăнкун ячĕпе саламланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Мăнкун ячĕпе саламланă
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас