Урал сасси
+9 °С
Ясно
Тĕн тата общество
14 Августа 2025, 10:00

Пушкӑртстан ачисем Беларуҫа канма кайнă

ПР вӗрентӳ министерствин пресс-секретарӗ Лина Сарбаева  Белоруссие кайнă шкул ачисене 14 кунлă пуян та манӑҫми программа кӗтни çинчен пӗлтернӗ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкӑртстан  ачисем Беларуҫа канма кайнăПушкӑртстан  ачисем Беларуҫа канма кайнă
Пушкӑртстан ачисем Беларуҫа канма кайнă

Августӑн 13-мӗшӗнче Пушкӑртстанран килнӗ ача-пӑча делегацине Минск автомобиль завочĕн «Зубренок» лагерь ĕçченĕсемпе канакансем кĕтсе илнĕ. Беларуссинчи йăла-йĕркепе перронта хăнасене хирĕç çăкăр-тăварпа тухнă, белорус халăх юррисемпе савăнтарнă. Салам сăмахĕсемпе  Минскри автомобиль завочĕн тĕп директорăн çумĕ - идеологи ĕçĕн тата социаллă ыйтусен директорĕ Зоя Таран тата Беларусь Республикинчи Суту-илÿ представительствинчи Пушкăртстан представителĕ Константин Климин тухса каланă.

Маларах Беларуçрен ачасем Пушкăртстана канма килсе кайнă. Вĕсем Чишма районĕнчи  Раççей паттăрĕ Максим Серафимов ячĕллĕ паркри «Пĕрлĕх вăйĕ» («Сила единства») халăхсен хушшинчи профильлĕ сменăна хутшăнĕç.

Беларусьрен килнĕ ачасен кану программине "Хатынь", "Мухтав курганӗ", "Сталин линийӗ" мемориал комплексӗсем, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин истори  музейӗ, Мирски тата Несвижски замокӗсем паллӑ вырӑнсене ҫитсе курассине кĕртнĕ. Ҫавӑн пекех хăнасем Минскри автомобиль заводне çитсе  пуриншĕн те паллӑ грузовиксене мӗнле пуҫтарнине хăйсен куçĕсемпе курма пултарĕç.

Автор:Инга Алексеева