Мечĕте Баймак хулинчи Шоссейнăй урамра хăпартĕç. Паянхи кун ĕçлекен «Насихат» кĕлĕ çуртĕнче вырăн çитмест, çавăнпа та ĕненекенсен кĕлĕ вуланă чухне урамра уçă вырăнта тăма тÿр килет. Çĕнĕ Турă çурчĕн проекчĕпе килĕшÿллĕн мечĕт йышлă халăха йышăнма пултарĕ. Çавăн пекех кунта хăна çурчĕ тата кафе тума палăртнă.
Пушкăртстанри Мусульман тĕнĕн управлени председателĕ Айнур Биргалин муфти регионта ертсе пыракан команда мусульман центрĕсем çĕклес ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă.
- Радий Фаритович, сире ресрубликăра мечĕтсем тăвас тата тĕне ăша хывас ĕçре пулăшнăшăн тав тăватпăр. Çÿлти Турă çак çул çинче сире вăй-хăват патăр тата мĕнпур çула уçса пытăр, - тенĕ Айнур Биргалин.
Регион ертÿçи çуртăн проекчĕпе паллашнă, йышпа кĕлĕ вуланă çĕре хутшăннă.
Çавăн пекех Пушкăртстан Пуçлăхĕ Баймакри Горький урамĕнче православи чиркĕвĕн пĕрремĕш чулне хунă çĕрте те пулнă.
Хулари Введенский чиркĕвне 1995 çултанпа никĕсленĕ, вăл музей пулнă çуртра вырнаçнă. Ăна темиçе хут та юсанă, анчах та чиркĕве çÿрекенсен йышĕ ÿснине пула вăл паянхи кун ыйтнине тивĕçтермест. Çĕнĕ чиркÿ Турра ĕненекенсемшĕн хăтлă тĕн центрне çаврăнĕ, вырсарни шкулĕн урокĕсене ирттерме те ункайлăрах пулĕ.
Республика ертÿçи вырăнта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсене район 95 çул тултарнă ятпа саламланă тата хулари обществăлла хутлăхсене тирпей-илем кĕртес ыйтусене сÿтсе явнă.
Юрий СНЕГОПАД.