-6 °С
Пӗлӗтлӗ
«Никон владыкона пирĕн республикăра пурăнакансем тивĕçлипе хисеплеççĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне Турă ĕçĕсемпе çыхăнтарнă тата тăнăçлăхшăн, ырă ĕçсемпе мĕн пурин ырлăхĕшĕн тăрăшать. Питĕ çутă та ăс-хакăллă çын. Пушкăртстан митрополийĕн пуçлăхĕ пек ăс-тăнлă тĕн ертÿçи пулнăран пирĕн республикăра вуншар çул тĕрлĕ халăхсемпе тĕне ĕненекенсем хушшинче тăнăçлăхпа ăнлану хуçаланать. Никон владыкона юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Ырлăх-сывлăх сунатăп, сирĕн ырă ĕçĕрсемшĕн тав туса пуçăма таятăп», - тесе çырнă регион ертÿçи.
Юрий СНЕГОПАД.