-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Республика ертÿçи хальлĕхе унпа тĕл пулманни çинчен каланă.
- Тĕл пулу çинчен калаçса татăлатпăр, эпĕ ăна кĕтетĕп, - палăртнă Радий Хабиров. – Унăн анкетине куртăм, вăл Мускаври инженерипе физика институтне (МИФИ) пĕтернĕ. Вăл пысăк пĕлÿллĕ çын. Малтанхи Никон владыкăпа тунă хутшăнусем пекех унпа та йĕркеллĕ пулĕ, пирĕн уйăрмалли нимĕн те çук.
Çавăн пекех Пушкăртстан пуçлăхĕ 75 çул çитнипе тивĕçлĕ канăва тухнă Никон владыкăн тивĕçлĕ ĕçĕсем пирки те каланă.