+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Паян вырсарни кун, январĕн 18-мĕшĕнче, Затонри Шураталăн юхан шывăн кивĕ çулĕ çинче («Водник» кану зони вырăнĕ) шыва кĕмелли вакка кĕл туса тасатĕç. Çакăн пирки Ĕпху хулин Ленин район администрацийĕ пĕлтернĕ. Православи тĕнне пăхăнса пурнăçлакан йĕркене 19.30 сехетре тума палăртнă. Çакăн хыççăн купельте çăвăнса тасалма пулать.
Пурĕ Ĕпхуре 7 купель йĕркеленĕ, кашни районта пĕрер. Республикипе пĕтĕмĕшле вĕсен шучĕ 100 çитмелле.
Сăмах май, паян Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче те çĕнĕ купель уçнă. Ун çинчен çывăх вăхăтра «Урал сасси» хаçатра тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулать.
Юрий СНЕГОПАД.