Тĕн тата общество
10 Апреля , 06:00

Суккулсем Мăнкуна хатĕрленеççĕ

Хаçат-журнал çырăнмалли декадник çитнĕ май çырăнтару ĕçĕпе Ермеккей районĕнчи Суккул ялне çитрĕмĕр.

Суккулсем Мăнкуна хатĕрленеççĕСуккулсем Мăнкуна хатĕрленеççĕ
Суккулсем Мăнкуна хатĕрленеççĕ

Ял çыннисем пире ыр кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Ял-йыш пысăк та çутă уява, Мункуна, хатĕрленни туйăнать, кил-картишĕсем тап-таса, çынсем кил умĕсене, пахчисене çÿп-çапран тасатаççĕ, ватăсем чиркÿре Мункун кĕллине ирттерме хатĕрленеççĕ. Ял варринче халăх вăйĕпе хăпартнă Турă çурчĕ вара аякранах çутă куполĕпе илемлĕн курăнса ларать. Унта пысăк тĕн уявĕсенче кĕлĕсем иртеççĕ. Вăл çынсене пĕр тĕвве пуçтаракан социаллă пĕлтерĕшлĕ объект шутланать. Çутă та аслă уяв çывхарни тавралăхра та, çынсен калаçăвĕнче те, сывлăшра та сисĕнет.

Суккулсем Мăнкуна хатĕрленеççĕ
Суккулсем Мăнкуна хатĕрленеççĕ
Суккулсем Мăнкуна хатĕрленеççĕ
Суккулсем Мăнкуна хатĕрленеççĕ
Суккулсем Мăнкуна хатĕрленеççĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас