Тĕн тата общество
11 Апреля , 08:00

Ĕпхÿри телевидени башни Мăнкун эрешĕсемпе çуталса тăрĕ

Апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче çĕрле Ĕпхÿри телабашня Мăнкун уявне пула уяв çутисемпе илемленĕ.

Ĕпхÿри телевидени башни Мăнкун эрешĕсемпе çуталса тăрĕĔпхÿри телевидени башни Мăнкун эрешĕсемпе çуталса тăрĕ
Ĕпхÿри телевидени башни Мăнкун эрешĕсемпе çуталса тăрĕ

«Молодежная газета» пĕлтернĕ тăрăх, Медиафасад çинче çутăпа ÿкернĕ çăлтăр тÿпине черетпе шурăмпуç килни, Мăнкун çăмартисем тата ытти эрешсем илем кÿрĕç. Унсăр пуçне башня çинче «Мăнкун уявĕ ячĕпе!» тата «Мăнкунпа! Телей, тăнăçлăх, ырлăх сунатпăр!» тесе çырнă йĕркесем те пулĕç.

Кăçал 25 çул тултаракан Раççейри телевиденипе радио сечĕ (РТРС) Пушкăртстанра пурăнакансене çакăн пек майпа çутă Мăнкун уявĕ ячĕпе саламламлĕ.

Аса илтеретпĕр, Мăнкун христиан уявĕсенчен чи пысăк пĕлтерĕшли шутланать. Вăл этемлĕх çĕнелнин, çĕнтернин тата  ырлăхăн символĕ пулса тăрать. Çак кун тулли кĕрекере çывăх çынсемпе тĕл пулаççĕ, пĕр-пĕрне куличсем тата çăмартасем парнелеççĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас