

Мăнкун умĕн, православи христианĕсем паллă тăвакан тĕн уявĕсенчен пĕри, Тинĕскÿл ял хутлăхĕнче пурăнакансем ăс-хакăл еткерлĕхне сыхласа хăварас тата хăйсен пĕчĕк Тăван çĕршывне тимлĕх уйăрас тĕллевпе чиркÿ вырнаçнă территоринче лăсăллă йывăçсен çамрăк хунавĕсене лартнă. Сăваплă ĕçе аслă ăру та, çамрăксем те хастар хутшăннă.
Çак кунсенче Иван Анатольевичпа Наталья Александрована Ивановсем, Геннадий Федоровичпа Татьяна Григорьевна Тихоновсем хăйсен ачисемпе пĕрле сăваплă çуртăн территорине симĕслетессипе çыхăннă ырă ĕçе пурнăçланă. Çемьесен пуçарăвĕпе çамрăк та çирĕп туя йывăççисен хунавĕсене туяннă. Туя ĕмĕр хушши пурнăçа тата çирĕплĕхе сăнлать. Ушкăнпа лартнă ялан симĕс хунавсем вăй илессе, çынсене савăнтарасса, тавралăха илемлĕрех тăвасса эпир те шанатпăр.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.